Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПАВАР – лаç, çуллахи вăхăтра апат пĕçерме хăмасенчен çапса тунă хуралтă. Тĕсл.: Ача чух паварта пĕçернĕ вучах яшки тутине халь те астăватăп.
ПАЙККАЛ – улăхсенче çурхи лупашкасене кĕрсе тулнă шыв. Тĕсл.: Пайккал типсе пĕтмесĕр улăха выльăх кăлараймăн.
ПАЙКУС – çурт-йĕрсĕр тăрса юлса çука тухнă çын, хальхи пек каласан бомж. Тĕсл.: Экономика хавшасан патшалăхра пайкуссем йышланса каяççĕ.
ПАЛАКĂР / ПАЛАККĂР / ПАЛАКЕР – тăм савăт. Тĕсл.: Кӳрши Маруçа пĕр палакăр сĕт каçарса пачĕ.
ПАЛĂШТУХ / ПУЛУШТУХ – бутылка. Тĕсл.: Çав кун пиллĕкĕн те пĕр пулуштуха пушатаймарĕç.
ПАЛКĂ – халĕ çак сăмахпа пачах усă курмаççĕ, паллă (знак), юпа тенине пĕлтерет. Тĕс.: Авалхи çăва палкисем истори чаршавне сиреççĕ.
ПАНĂСКИ – йĕп сăмахпа пĕрле калаççĕ, çăмран чăлхи-нуски çыхмалли йĕп. Тĕсл.: Çыхма вĕреннĕ чух куçне панăски йĕппе лектернĕ тет, çавăнпа хăрах куçĕ курмасть.
ПАНКĂРА – хирти çĕр муклашки. Тĕсл.: Çĕр сухалакансем панкăрасене ватсах пыраççĕ.
ПАНТĂ / ПАНТТĂ – шăна кĕпçи (дягиль). Тĕсл.: Пахчара пантă кĕпçи ӳсет, çулçи кишĕр пек.
 
: 1317, Хаçат: 12 (742), Категори: Чĕлхе пуянлăхĕ

Комментарисем:

Šyravşă (2008-03-24 01:56:22):
ПАЛКӐ = ПАЛĂК
Литтераттурă чĕлхинче Палăк хуçаланать, Палкă вара ытла килшÿллĕ илтĕнменрен манăннă пулĕ.
Палкă/Палăк тĕслĕхĕсем чăваш чĕлхинче нумай:
ыйхă - ыйăх
хăравçă - хăравăç
талкă - талăк
хуйхă - хуйăх
михĕ - мăйăх

Ку пулăм сыпăк кĕскелĕхĕпе çыхăннă.

Кунта ӑ/ăх/ăк аффикса та асăрхăр. Паллăпа палăк пӗр сăмахах, анчах темскерле сĕм хутшăннипе эпир вĕсене кăшт тĕрлĕрен ăнланатпăр. Ку аффиксăн акăлчанла вариянчĕнчен К тухса ÿкет (-y), нимĕç чĕлхинеч вăл -ig. Пирĕн чĕлхере икĕ майĕ те пур, виççĕмĕш те.


Šyravşă (2008-03-24 01:59:01):
Çÿлерех çырура "Паллăпа палăк пӗр сăмахах" вырăнне "Палăпа палăк" вуламалла.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: