Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2008 çула Раççейре те, Тутарстанра та Çемье çулне халалланă. Влаçра вăй хуракансем те тивĕçлĕ шайра уявласа ирттерес тесе пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Çемье çулталăкĕн тĕп тĕллевĕ – çĕршыва çемье авторитетне тавăрасси. Хуласемпе районсенче, ялсемпе поселоксенче те тĕрлĕ мероприятисем, акцисем, пулăмсем ирттереççĕ.
Эпир те, шкулта ăс пухакансем, айккинче тăрса юлмастпăр, пур мероприятисене те хаваспах хутшăнатпăр. Маншăн та, 9-мĕш класра вĕренекеншĕн, хисеплĕ те авторитетлă, тĕслĕх илсе кăтартмалли çынсем, мăшăрсем сахал мар. Эпĕ хамăн çемье çинчен çырса кăтартасшăн.
Аттепе анне те ялтах çуралса ӳснĕ, шкулта тăрăшса ăс пухса, аслă пĕлӳ илсе пурнăç çулĕ çине тăнă. Мăшăрланса çемье çавăрнă, виçĕ пепкене кун çути парнеленĕ. Атте – Юрий Анатольевич – ырă кăмăллă, лăпкă, хисеплĕ çын. Хусанти ял хуçалăх институтĕнчен (халĕ вăл академи шутланать) вĕренсе тухнă хыççăн, колхозра хуçалăх пуçлăхĕ пулса ĕçлерĕ. Колхозсем салансан вăл «Заря» ХФХна ертсе пыма пуçларĕ. Вĕсем тыр-пул тата çĕр улми акса çитĕнтерме пуçларĕç. Атте мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă пулнă. Шкулта вĕреннĕ чухне те: кустра тата районсенче тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса хисеплĕ 1, 2, 3-мĕш вырăнсем çĕнсе илнĕ. Хисеп хучĕсем паянхи кун та упранаççĕ, эпир вĕсене пăхса ăмсанатпăр. Халĕ те вăл пушă вăхăтра йĕлтĕр çине тăрать, пире те – ачисене – хистет.
Юратнă аннеçĕм çинчен те ăшă та ырă сăмахсем кăна калас килет. Вăл – Ирина ятлă. Ирина ят тăнăç, килĕшӳ, çутă тенине пĕлтерет. Чăнах та, унăн йăл кулли хĕвел пекех çутатать, тавралăха ăшăтать.
Анне – пире пуринчен ытла ăнланакан, юратакан, шанакан, ыр сунакан çывăх çын. Вăл пире кил-çурт ăшшине упрама, кӳршĕ-арша, ял халăхне хисеплеме, ырăпа усала уйăрма вĕрентет. Анне – сутуçă пулса ĕçлет. Питĕ пултаруллă, маттур пулнăран пур ĕçе те вăхăтлă, тĕплĕ туса ĕлкĕрет. Аттепе анне пĕр-пĕринпе килĕштерсе, юратса пурăнаççĕ.
Пирĕн, вĕсен виçĕ ачин – Артур, Кристина, Даниил – упрама пĕлесчĕ хамăра пурнăç парнеленĕ чи çывăх та шанчăклă çынсене. Çав тери савăнатпăр пирĕн аттепе анне телейлĕ мăшăр пулнишĕн. Тайма пуç сире, çуратса ӳстернĕшĕн!
Çавăнпа та çемье çулталăкĕнче «çуралнă» çĕнĕ çемьесем телейлĕ пулччăр, арканса, уйрăлса ачисене шар ан кӳччĕр!
 
: 1222, Хаçат: 12 (742), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: