Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Вăйă
Вăйăра ачасем икĕ командăна уйрăлаççĕ – «Илем» тата «Сатур».
1-мĕш гейм.
Командăсем вырнаçса ларнă хыççăн, учитель панă ыйтусене хуравлаççĕ (кашни ыйтăвăн хăйĕн номерĕ, вĕренекен мĕнле номер туртса кăларать, команда çав ыйтăва хуравлать).
1.И.Я.Яковлев ăçта, хăçан çуралнă?
2.Чăваш алфавичĕн малтанхи вариантне тума (1872 çулхиччен) И.Я.Яковлева кам пулăшать?
3. И.Я.Яковлев çуралнă куна Чăваш Республики мĕнле паллă тăвать?
4. Пĕчĕк Йăван миçере тăлăха юлать?
5. Тăлăх Йăвана кам усрама илет?
6. Иван Яковлев Раççейĕн хăш вырăнĕсенче çĕр виçсе çӳренĕ?
7. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ хăçан уçăлнă шутланать, унта миçе ача вĕренет?
8. Пĕрремĕш букварь миçемĕш çулта тухать?
9. И.Я.Яковлев шкулĕнче вĕреннĕ паллă çыравçăсем.
10.И.Я.Яковлев кампа çемье çавăрать, миçе ача çуратса ӳстернĕ вĕсем?
Музыка тăхтавĕ.
 
2-мĕш гейм.
Учитель командăсене 10-шар ыйту парать. Кашни хуравшăн 1 балл.
«Илем» командăна:
1. Иван Яковлев гимназие миçемĕш çулта тата мĕнле паллăсемпе пĕтерет?
2. Гимнази хыççăн И.Я.Яковлев хăй пĕлĕвне тата ăçта пуянлатать?
3. Пĕрремĕш алфавитра миçе сас палли пулнă?
4. Иван Яковлев миçемĕш çулта Хусан университетĕнчен вĕренсе тухнă?
5. Университетран вĕренсе тухнă хыççăн И.Я.Яковлев кам пулса ĕçлеме тытăнать?
6. Чĕмпĕр чăваш шкулĕн пурлăх никĕсне çирĕплетме ăна кам ытларах пулăшнă?
7. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ уçăлнăранпа 40 çул çитнĕ ятпа И.Я.Яковлев мĕн ятлă кĕнеке пичетлет?
8. Çав кĕнекере хăш поэтăн мĕнле поэми вырăн тупать?
9. Чăваш шкулĕн комплексĕ (учительсем хатĕрлекен шкул, арçын ачасен тата хĕр ачасен пуçламăш училищисем, хĕрарăмсен педагогика курсĕ) 300 гектар ытла çĕр, мастерской, выльăх-чĕрлĕх витисем тытса тăнă. Хуçалăхра ачасене вĕрентнисĕр пуçне тата мĕнле-мĕнле ĕçе хăнăхтарнă?
10. Иван Яковлевич Яковлев хăçан вилнĕ, ăна ăçта пытарнă?
Юрă-ташăллă вăйă.
«Сатур» командăна:
1. Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕпе çыхăннă паллă вырăнсене палăртăр.
2. И.Я.Яковлев шкулĕнче вĕреннĕ паллă композитор.
3. Çак шкулта вĕреннĕ паллă художник.
4. Чăваш шкулĕн мастерскойĕнче ачасем мĕн-мĕн ăсталанă?
5. Иван Яковлев Хусанта вĕреннĕ вăхăтра шкула тытса тăма кам пулăшнă?
6. Хальхи чăваш алфавитĕнче миçе сас палли?
7. 1857 çулта И.Яковлева удел хресченĕсен ачисем валли уçнă шкула вĕренме яраççĕ. Çав шкул хăш ялта пулнă?
8. И.Я.Яковлев чăваш халăхĕшĕн кам пулса тăрать?
9. Н.Терентьев драматург хăйĕн хăш драминче И.Яковлева сăнарлать?
10. Çак драмăрах автор чăвашсен тепĕр талантлă çыннине те сăнарлать. Кам вăл?
Чăваш ташши.
 
3-мĕш гейм.
«ЭПĔ САНА – ЭСĔ МАНА» ятлă. Команда членĕсене вăйă иртекен темăпа пĕрер ыйту хатĕрлеме хушнă. Пĕр командăри ача тепĕр командăри ачана хăй суйласа илнĕ, хăй хатĕрленĕ ыйтăва парать, лешĕ хуравласан – командăна очко хутшăнать.
Юрă тăхтавĕ.
 
4-мĕш гейм.
Учитель кашни командăна черетпе пĕр минут хушши ыйтусем парать. Çак минут хушшинче хăш команда нумайрах тата тĕрĕс хуравлать, çав çĕнтерет.
 
А – Тупсăмне тупăр:
1. Шыв çинче кĕмĕл кĕпер.
2. Çунатсăр вĕçет, урасăр чупать.
3. Çурт тăрринче çут тӳме.
4. Ячĕ утмăл, хăй пĕрре.
5. Хăрах ураллă пиччен пин саплăк.
 
Ă – Ваттисен сăмахĕсене малалла тăс:
1. Çамрăк хулă авăнать, ватă хулă...
2. Выртан каска мăкланнă, куçан каска ...
3. Çынна мулшăн туман, ...
4. Кайăк хитре тĕкĕпе, этем хитре ...
5. Салатма çăмăл, пуçтарма ...
6. Пур чух – пылпа, çук чух – ...
7. Ватăпа ватă пул, çамрăкпа – ...
8. Юлташ çук пулсан – шыра, тупсан – ...
9. Çăкăра чăмласа çи, сăмаха ...
10. Лаша пуласси – ...
 
Б – Хуравла:
1. К.Ивановăн чи чаплă поэми мĕн ятлă?
2. Мĕн вăл пролог?
3. «Салампи» повеçĕн авторĕ кам?
4. «Капкăн» журналăн сăпки умĕнче мĕнле паллă писатель тăнă?
5. «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» – тесе кам çырнă?
 
Жюри пĕтĕмлетӳ тунă хушăра куракансемпе ĕç туса ирттерер. Михаил Федоров çырнă «Арçури» поэмăна аса илер:
1. «Арçури» поэмăри тĕп сăнар мĕн ятлă?
2. Хĕветĕр вăрмана мĕншĕн хĕвел ансан кайнă?
3. Поэмăри çак ваттисен сăмахĕсен вĕçĕсене калăр:
а) Пуç тӳпинчен ...
ă) Йĕп чиксен те ...
б) Тухман çын тухсан ...
в) Пуян вилет, ..., ыр çын вилет, ...
Малалла жюрие сăмах паратпăр. Вăййа хутшăнакансене тав тăватпăр. Çĕнтерӳçĕсене парнесем кĕтеççĕ.
Хаваслă юрă.
 
: 1361, Хаçат: 12 (742), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: