Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш халăх çутлăхçине И.Я.Яковлева, чăваш чĕлхине халалланă уçă мероприяти
I ертӳçĕ: Ырă кун пултăр пурне те – вĕрентекенсем, вĕренекенсем, курма килнисем. Ака уйăхĕ чăвашсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев ку уйăхра çуралнă. Кăçал вăл çуралнăранпа 160 çул çитет. Çавăнпа та паянхи мероприятие И.Я. Яковлева, чăваш чĕлхине халаллатпăр.
II ертӳçĕ: Паянхи ăмăртура 7, 8, 9, 10 класс ачисем тавлашĕç. Кашни класран икшер ача.
I ертӳçĕ: Чăваш чĕлхине халăх темиçе ĕмĕр хушши аталантарнă, якатнă. Çавăнпа вăл пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, ырă та асамлă. Пĕрремĕш конкурс «Чăваш сăвви» – сĕтел çинче 4 хут листи, вĕсен тепĕр енче чăваш чĕлхи çинчен çырнă сăвăсем. Вĕсене сирĕн пăхса тухмалла та пурин умĕнче илемлĕ те янравлă вуласа памалла. Хатĕрленме виçĕ минут. Жюри хаклĕ. Чи пысăк балл – 10 балл.
Тăван çĕршыв сăмахĕсем –
Мерчен те ылтăн пĕрчĕсем!
Шăтса вĕри чĕремĕрте,
Пучах кăларăр пур çĕрте.
Ăс вучĕпе, чун тарĕпе
Шăрçаланса куçа йăпатăр, –
Пин-пин этем тухатнă пек
Килентĕр, тĕмсĕлтĕр, пăлхантăр.
(Юрий Вирьял)
 
Çĕршывăн, нацин, сăвăçсен
Чи пысăк пĕрлĕхĕ – чĕлхе.
Эпир чăваш чĕлхипелен
Кăкарăннă ĕмĕрлĕхе.
Атте-анне, Тăван çĕршыв
Тесе калатпăр чăвашла.
Чĕлхемĕрте чечек шăрши,
Шыв-шур шавлать, вăрман кашлать,
Чечен чĕкеç чĕвĕлтетет,
Савни юрри савăнтарать…
Чĕлхе – тĕлĕнмелле тивлет, –
Тĕнче уççи вăл тыттарать.
(Петĕр Хусанкай)
 
Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,
Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.
Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ
Çӳрет çӳлте те çĕр çинче вĕçсе.
Юрланă чух сассу хитре те уçă.
Итлет вăрман та, хир те янраса.
Чулсем çинчи канми-тăми çăлкуçĕ
Юхса йăпаннă пек сассу таса.
(Ухсай Яккăвĕ)
 
Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе,
Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи,
Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи,
Чăваш чĕлхи – пуян чĕлхе.
Таçти çĕре çитсен те эп
Сана нихçан та манас çук,
Темле чĕлхе пĕлсен те эп
Санран нумай юратас çук.
Çитсессĕн те тĕнче хĕрне,
Ишсен те тĕпсĕр тинĕсре,
Анне калаçнă чĕлхене
Эп упрăп хамăн чĕрере.
(Валентина Тимофеева)
 
II ертӳçĕ: Епле хитре те ытарлă каланă чăваш чĕлхи çинчен халăхăмăрăн сăвăçисем. Аса илер-ха: ăçта-ши чĕлхемĕрĕн пуçламăшĕ, ăçтан тата мĕнле майпа тапма пуçланă унăн çăлкуçĕ? Халĕ эпир пĕр иккĕленмесĕр калатпăр – вăл чăваш халăх çутлăхçинчен И.Я.Яковлевран пуçланнă. Вăл вырăс графикине тĕпе хурса çĕнĕ чăваш алфавичĕ йĕркеленĕ, букварьсемпе вĕренӳ кĕнекисем çырнă. Улăп чĕреллĕ çыннăмăрăн ĕçне-хĕлне пĕлме тивĕç эпир. Атьăр-ха унăн пурнăçĕнчи хăш-пĕр самантсене аса илер. Эпир ыйтусем парăпăр – эсир хуравлăр. Ку конкурс «И.Я.Яковлев – чăваш халăх çутлăхçи» ятлă.
1. И.Я.Яковлев хăçан тата ăçта çуралнă?
2. Вăл тăлăха юлсан ăна кам усрава илнĕ?
3. И.Яковлев хăй пурнăçĕнче чи малтан алла илнĕ професси?
4. Гимнази хыççăн Иван Яковлев хăш хула университетне вĕренме кĕрет?
5. Мĕнле факультетра пĕлӳ пухать?
6. Чĕмпĕрти чăваш шкулне хăçан уçать?
7. Иван Яковлевăн миçе ача пулнă?
8. И.Я.Яковлев хăçан вилнĕ? Ăна ăçта пытарнă?
9. Мĕнле паллă поэта çул панă вăл? Çав поэтăн чаплă хайлавĕ.
10. И.Я.Яковлев шкулĕнче вĕреннĕ паллă çынсем.
11. Шупашкарти Иван Яковлев ячĕпе çыхăннă паллă вырăнсене калăр.
12. Иван Яковлев çуралнă куна Чăваш Республики еплерех палăртать?
(Хуравĕсене «Сувар» хаçат ирттерекен «И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ» викторина (8 №, 22.02.2008) вĕçленменнипе, çак ыйтусем викторинăрисемпе пĕр пекрех пулнипе пичетлеместпĕр. – Ред.).
I ертӳçĕ: Виççĕмĕш конкурс – «Тупсăмне туп». Çак тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупăр. Кам малтан алă çĕклет, вăл хуравлать. Кашни тĕрĕс хуравшăн – 1 балл.
1. Çут тĕнчере мĕн çивĕч? (Чĕлхе)
2. Ырă сăмах мĕнрен хаклă? (Ылтăнран)
3. Хĕлле те, çулла та пĕр тумпа тăрать. (Хыр, чăрăш)
4. Йытă мар – киле кĕртмест. (Çăра)
5. Симĕс арчара хĕрлĕ тавар. (Арбуз)
6. Çыртмасть, чĕпĕтмест, макăртать. (Сухан)
7. Икĕ тăван урам урлă пурăнаççĕ, нихçан та пĕр-пĕрне курмаççĕ. (Куçсем)
8. Пĕчĕкçеççĕ кинĕм пур, пин хут кĕпе тăхăнать. (Купăста)
II ертӳçĕ: Искусствăпа культура çыннисем, сăвăçсемпе çыравçăсем тăван чĕлхене кунран кун илемлетсе, пуянлатса пыраççĕ, чăн-чăн чăваш сăмахне, унăн илемлĕхне çухалма памаççĕ. Пĕлетĕр-и эсир вĕсене, чăвашăн мухтавлă та тăрăшуллă çыннисене? Ку конкурс ячĕ – «Ятне пĕл». Сирĕн кашнин пĕр хут листи туртса илмелле, хушамачĕсем çумне ячĕсене çырмалла. Кашни тĕрĕс хуравшăн – 2 балл.
1. Хусанкай (Петĕр)
Ухсай (Яков)
Иванов (Константин)
Трубина (Марфа)
Çеçпĕл (Мишша)
Николаев (Андриян)
2. Яковлев (Иван)
Туркай (Валери)
Волков (Геннадий)
Алка (Александр)
Эльби (Валентина)
Федоров (Николай)
3. Меречен (Петр)
Скворцов (Юрий)
Кипек (Мĕтри)
Сементер (Юрий)
Элкер (Çемен)
Луч (Григорий)
4. Лисина (Ева)
Илпек (Микулай)
Агаков (Леонид)
Айхи (Геннадий)
Сарпи (Раиса)
Чапаев (Василий)
II ертӳçĕ: Пиллĕкмĕш конкурс «Сăнчăр» ятлă. Сирĕн ваттисен сăмахĕсем каламалла, кам нумайрах пĕлет – çавăн нумайрах балл пулать. Черетпе калăпăр. Тĕрĕс хуравшăн – 1 балл.
Халĕ вара эпĕ сире ыйтусем парăп. Хуравĕсем вара пурин те пĕр сас паллирен пуçланмалла. Атьăр-ха А сас паллирен пуçлар.
– Эсĕ мĕн ятлă?
– Хушамату мĕнле?
– Ĕнер эсĕ ăçта кайрăн?
– Мĕн тума кайрăн?
– Кам кĕтет сана?
– Эсĕ аннӳне мĕн парнелерĕн?
– Эсĕ киле хăçан каятăн?
– Пире валли мĕн илсе килтĕн?
К сас паллипе хуравлăр.
– Эсĕ ăçта вĕренетĕн?
– Эсĕ мĕнле çын?
– Мĕнле тĕс юрататăн?
– Килте ĕнер мĕн çирĕн?
– Шкула паян мĕн илсе килтĕн?
– Санăн тусу мĕн ятлă?
– Вăл ăçта пурăнать?
– Сана вăл мĕн пачĕ?
II ертӳçĕ: Халĕ килти ĕçе тĕрĕслĕпĕр. Сирĕн И.Я.Яковлев калавĕ тăрăх сценка хатĕрлемелле пулнă.
I ертӳçĕ: «Пирĕн пултарулăх» конкурс. (Кашни класăн ирĕклĕ музыка номерĕ).
II ертӳçĕ: Халĕ сăмах жюрие.
I ертӳçĕ: Çакăнпа пирĕн мероприяти вĕçленчĕ. Сывă пулăр!
 
: 1578, Хаçат: 12 (742), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: