Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Мĕн чухлĕ пĕлӳ параççĕ пире учительсем. Шкулта вĕреннĕ чухне эпир çакна кирлĕ пек хаклама пĕлместпĕр – ача-çке-ха, ăс-пуç çитмест. Кайран, темиçе çул иртсен аса илетпĕр вара: «учитель пире çапла вĕрентнĕччĕ-çке…» Чăн та, пурнăçра куллен кирлĕ пĕлĕвĕн никĕсне эпир шкул партти хушшинче ларнă чухнех илетпĕр.
Шкултан вĕренсе тухса кайнă кашни ачанах хăйĕн юратнă вĕрентекенĕсем пур. Темиçе çул иртсен те хисеплеме, тав тума пăрахмастпăр вĕсене: хамăр пурнăç çулĕ çине тухса «çын пулсан» та учитель яланах учитель вăл, яланах ырă канаш пама хатĕр. Анчах та пур вĕрентекенрен те канаш ыйтмаççĕ çав. Хуть мĕнле лару-тăрура та сана ăнланма, санăн проблемуна хăйĕнни пек йышăнса пулăшма тăрăшакан учительсем кашни шкултах темиçен кăна. «Учитель пулмах çуралнă», – теççĕ унашкаллисем çинчен.
Аксу районĕнчи Емелькино вăтам шкулĕнче ачасене пĕлӳ паракан А.Д.Никитин çинчен шăп çапла калама пулать те. Чăн та, учитель пулмах çуралнă вăл. Пĕтĕмпех юратнă ĕçне парăннă Алексей Дмитриевич, килĕнче те çĕрĕ-çĕрĕпе шкул ĕçĕпе аппаланса ларать. Унсăрăн епле пултăр-ха, пысăк çитĕнӳсем тăвас тесен çанă тавăрса ĕçлемелле вĕт. Çитĕнĕвĕсем вара 24 çул пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене вĕрентекен педагогăн самаях. Уйрăмах 2007 çул ăнăçлă пулнă уншăн.
– Хăв çуралнă çулта ĕçсем ăнаççĕ тесе ахальтен каламаççĕ иккен. Эпĕ Сысна çулĕнче çуралнă, ертсе пыракан улттăмĕш класс ачисем те хам пекех. Çакă та пулăшрĕ ахăр, – шӳтлесе те чăнласа каласа парать педагог. Чăн та, пĕлтĕр нумай çул тăрăшса ĕçленĕ вĕрентекенĕн ĕçне патшалăх тивĕçлипех хакланă: май уйăхĕнче Алексей Дмитриевича вĕрентӳри çитĕнӳсемшĕн «РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ят, декабрь уйăхĕнче ТР Министрсен Кабинечĕн премине (75 пин тенкĕ) панă. Ку кăна та мар. Пĕлтĕрхи май уйăхĕнче А.Д.Никитин ертсе пыракан шкул ачисенчен тăракан команда «Хăрушсăрлăх шкулĕ – 2007» вĕренекенсен республика ăмăртăвĕнче I вырăн йышăннă.
– Ăмăртусене эпир ачасемпе яланах хутшăннă-ха. Район, зона шайĕнче ялан тенĕ пекех малти вырăнсене йышăнса пынă. Республика шайĕнче çапла пысăк çитĕнӳ туни пуçласа пулчĕ. Аксу районĕн чысне хӳтĕлеме Емелькино шкулĕн ачисене ярса йăнăшмарĕç районтисем. Маларах пĕр-пĕр ăмăртăва каяс умĕн ачасене «чи кирли – хутшăнни» теттĕм пулсан, халĕ «хутшăнмалла, пĕтĕм вăя хумалла, анчах çĕнтермелле» тетĕп. Ешĕлвар районĕнче иртнĕ ăмăртăва та çакнашкал шухăшсемпе «авăрланса» кайрăмăр. Таçти «тĕттĕм» Аксу районĕнчен килнĕ ачасем çĕнтерессе, паллах, никам та шутлама та пултарайман. Жюри членĕсем те пирĕн ачасем çине малтан пĕр шанăçсăр пăхрĕç. Унччен ялан малти вырăна тухакан тутар ачисене шанарах пачĕç-тĕр. Аксу районĕн команди чăрмав хыççăн чăрмав урлă каçса финиша пĕрремĕш çитсен пурте тĕлĕнчĕç. Тăрăшсан такама та çĕнтерме пулать иккен. Хамăра аялти шая хума кăна пăрахмалла, – аса илет пĕлтĕрхи ăмăртăва Алексей Дмитриевич.
Емелькино шкулĕнче вĕренекен е вĕренсе тухса кайнисенчен «сирĕн юратнă учителĕр кам?» тесе ыйтсан нумайăшĕ пĕр шухăшласа тăмасăр: «Алексей Дмитриевич!» – теççĕ. Мĕнпе хăй патне илĕртет-ха вĕрентекен? Чи малтан кашни ачапах пĕр чĕлхе тупма тăрăшнине палăртмалла. Алексей Дмитриевич нихăçан та никам çине те кăшкăрса курман. Шӳтлеме юратаканскер, хуть мĕнле лару-тăруран та никама кӳрентермесĕр тухма пĕлет вăл. Ачасем ăна хăйсен вăрттăнлăхĕсене уçса параççĕ. «Ачан шанăçне çĕнсе илес тесен унпа çывăх юлташ пек калаçмалла, çав вăхăтрах хăв учитель пулнине те манмалла мар», – тет педагог.
Класра теори вĕрентнипе кăна çырлахмасть опытлă вĕрентекен. Йывăрлăхсене мĕнле татса памаллине, вăл е ку лару-тăруран мĕнлерех тухмаллине, инкеке лекнисене еплерех пулăшу памаллине тата пурнăçра кирлĕ ытти вăрттăнлăхсене класс тулашне тухса кăтартса парать. Тĕслĕхрен, çулла Алексей Дмитриевич ертсе пынипе çĕр выртмаллах походсене çӳреççĕ шкул ачисем. Хĕлле те (сăнӳкерчĕкре) ăшă кăмака çинче лармаççĕ, ял çывăхĕнчи вăрмана тĕпчеççĕ. Ара, хĕллехи сивĕре кăвайт мĕнле чĕртесси те хăйне пĕр наука-çке.
Çӳлерех асăннă çитĕнӳсене учитель чи пысăккисем тесе шутлать. Анчах унччен те алă усса ларман А.Д.Никитин. Унăн районта, темиçе район хушшинче, республика шайĕнче иртнĕ тĕрлĕ конкурссенче, ăмăртусенче панă Хисеп хучĕсен, Дипломсен, парнесен, кубоксен шучĕ çук. Хăйĕн предмечĕпе районта пĕрре мар «Çулталăк вĕрентекенĕ» ята та илме тивĕçнĕ вăл.
Хăй те ачаранах спортпа туслашнă пулас вĕрентекен. Шкулта аслăрах классенче вĕреннĕ чух çар çынни пулма çирĕп тĕллев лартнă нумай ачаллă çемьере ӳснĕ Алексей. Хусанти танк училищине кĕме экзаменсем парас умĕн медкомисси иртнĕ чух ĕмĕтне пач сӳнтереççĕ çамрăкăнне: ура çинчи венăсем кăшт сарăлма пăхнишĕн вĕренме илменни çинчен пĕлтереççĕ тухтăрсем. Пурпĕр пуçне усмасть вăл, çартан таврăнсан Хусанти патшалăх педагогика институчĕн физвоспитанипе пуçламăш çар вĕрентĕвĕн факультетне вĕренме кĕрсе ăна 1984 çулта ăнăçлă вĕçлет, тăван ялĕнчи шкула ĕçлеме килет. 11 çул шкул директорĕн лавне те туртать Алексей Дмитриевич. «Çав çулсенче коллективпа ĕçлес, ĕçе планлас, çынсемпе мĕнлерех калаçас енĕпе пысăк опыт илтĕм», – тет вăл кун пирки. Ертӳçĕн вăхăчĕ ытларах кулленхи ыйтусене татса парса иртсе каять, творчествăна аталантарасси, çĕннине шухăшласа кăларасси пирки ан та ĕмĕтлен. Халĕ Алексей Дмитриевич хăйĕн ĕçне пуçĕпех парăннă, ăна çĕнĕ çитĕнӳсем тума ним те чăрмантармасть. Хăйĕн тĕп предмечĕсĕр пуçне информатика урокĕсене те илсе пырать вăл. Юратнă мăшăрĕ Нина Александровна та пулăшса пырать кулленхи ĕçре. Икĕ вĕрентекен (Нина Александровна та Емелькино шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентет) пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланаççĕ.
«Çынсене ырă ту», – текен принциппа пурăнать А.Д.Никитин, ачасене те çапла тума вĕрентет.
 
: 1304, Хаçат: 12 (742), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: