Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕнйĕркелӳ тапхăрĕнче пирĕн пултаруллă ученăйсемпе наука ĕçченĕсем ют çĕршывсене пурăнма куçрĕç. Çакăн сăлтавĕ те паллă – Раççейре вĕрентӳпе наука çине тивĕçлĕ тимлĕх уйăрманни. Юлашки çулсенче регионсенчи пултаруллă çынсем пурте тенĕ пекех Мускав, Санкт-Петербург пек пысăк хуласенче ĕçе вырнаçма ăнтăлаççĕ. Сăлтавĕ каллех патшалăх тимлĕхĕпе укçара. ТР Премьер-министрĕ Р.Минниханов пĕр пресс-конференцире: «Вĕреннĕ çынсем халĕ Мускава каяççĕ, малашне Тутарстана таврăнĕç»,– тенĕччĕ. Премьер сăмахĕсенче тĕрĕслĕх те пур, республикăн промышленноçĕ, чăн та, аталанать, апла-тăк сулмаклă утăмсем тумашкăн вĕреннĕ, ăслă çынсем кирлĕ пулаççĕ. Тутарстанăн ку енĕпе потенциалĕ çук мар, пирĕн вĕрентӳ системине япăх тесе калаймăн. Тĕслĕхрен, тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче çĕнтерес енĕпе Хусан шкул ачисен команди темиçе çул ĕнтĕ Раççейре малта пыракан виçĕ лидер шутне кĕрет. Раççей шайĕнче йышăннă «Вĕрентӳ» нацин приоритетлă проекчĕ вара çĕршывăн вĕрентӳ системине лайăхлатма май парĕ.
Нацпроект Тутарстанра, уйрăмах Хусанта, ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыни аванах сисĕнет. Мĕншĕн тесен ăна хула мэрийĕ те сахал мар тимлĕх уйăрать. Тĕслĕхрен, Ĕçтăвкомăн Вĕрентӳ управленийĕ ТР Вĕрентӳпе наука министерствипе приоритетлă проекта пурнăçа кĕртме пĕр-пĕрне пулăшасси çинчен килĕшӳ тунă. 2007 çулта кăна ку тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприяти ирттерме федераципе муниципалитет бюджетĕнчен пурĕ 212 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Юлашки икĕ çулта Хусанти 35 шкул (лицейсемпе гимназисем, предметсене тарăннăн вĕрентекен тата вăтам шкулсем) Президент грантне (1 миллион тенкĕ) тивĕçнĕ. Кăçал вара ку проекта хутшăнма пурĕ 34 шкул заявка панă. 2006 çулта «Вĕрентӳ» нацин приоритетлă проектĕнче çĕнтернĕ 17 шкула республика бюджетĕнчен тата 19 миллион тенкĕ парса хавхалантарнă.
Шкулсене конкуренцие çĕнекен вĕрентӳ учрежденийĕсем тăвас тесен профильлĕ вĕрентӳ йĕркелемелле. Çак тĕллевпе хулари 177 шкултан 117-шĕнче профильлĕ вĕрентӳ пырать. Нумай шкулсем çак тĕлĕшпе предприятисемпе çыхăну тытаççĕ.
Нацин приоритетлă проекчĕ çаплах вĕрентекен ресурс та. Паллах, куллен тенĕ пек наукăпа техника аталаннă саманара шкул ĕçченĕсен те çĕнĕлле ĕçлемелле, унсăрăн вĕрентӳ системине аталантарасси пирки шутлама та йывăр. Çакна шута илсех ĕнтĕ хулари информаципе диагностика центрĕнче пĕрремĕш хут Хусанти шкул ертӳçисемпе педагогсене инновацилле программăсене вĕрентессине йĕркелерĕç. 284 ертӳçĕпе педагог Мускаври квалификацие ӳстермелли академин педагогĕсем ирттернĕ курсĕнче пĕлӳ пухрĕç. Çаплах мэр И. Метшин пуçарăвĕпе хула историйĕнче пĕрремĕш хут хулари 35 шкул директорне ют çĕршыври вĕрентӳ системипе паллашма Германие ячĕç.
Вăрттăнлăх мар, учитель профессийĕ тупăшлах маррине кура юлашки çулсенче çамрăк специалистсем унта ĕçлеме питех кайма тăрăшмаççĕ. Нацпроект хута кайнă пĕрремĕш çулсенчех, Хусан мэрĕ Ильсур Метшин ку ыйту çине тимлĕх уйăрчĕ. Унăн пуçарăвĕпе Хусан шкулĕсен директорĕсене, вĕрентĕве мĕнле аталантарнине кура, уйăхсерен 2-5 пин тенкĕ хушса тӳлеме тытăнчĕç. Чи лайăх учительсем те тимлĕхсĕр юлмаççĕ. 2007 çулта кăна, тĕслĕхрен, Хусанăн 56 учителĕ 100-шер пин тенкĕ илме тивĕçрĕ. Çаплах хула хăй шутĕнчен чи лайăх учительсене ноутбуксемпе, хаклă парнесемпе хавхалантарчĕ. «Хусан хулин чи лайăх учителĕ» конкурс çулсерен вăй илсе пырать. Унта хутшăннисенчен 23-шĕ Президент премине тивĕçрĕç.
«Вĕрентӳ» нацин приоритетлă проекчĕ хута кайнăранпа тинех класс руководителĕсен çăмăл мар ĕçне хаклама тытăнчĕç. Хусанта кăна шкулсенче 4 пин ытла класс руководителĕ ĕçлет. Енчен те класра ачасен шучĕ 25-рен кая мар пулсан, вĕсене уйăхсерен пин тенкĕ хушса тӳлеççĕ. 2007 çулта кăна çак тĕллевпе 60 миллион тенкĕ уйăрнă. Класс руководителĕсем тăрăшнипе кашни шкулта вĕренекенсен хăйтытăмлăх управленине йĕркеленĕ, ача-пăча юхăмĕсем, «Эпĕ – Хусан çынни» хула ассоциацийĕ хастар ĕçлеççĕ.
Паллах, хушма вĕрентӳ юлашки вырăнта мар, Хусанта çакăн пек 62 учрежденире 75 пин шкул ачи хăйĕн пултарулăхне аталантарать. Шел те, çĕршывăн нацпроектĕнче хушма пĕлӳ паракан, шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче тăрăшакан педагогсемпе воспитательсене шута илмен. Тĕрĕссипе, вĕсем ачасене воспитани парассинче, вĕрентӳ системине аталантарассинче сахал мар вырăн йышăнаççĕ. Çакна шута илсе Хусан мэрийĕ вĕсене тимлĕхсĕр хăвармарĕ. Унăн постановленийĕпе, Хусанти хушма пĕлӳ паракан учрежденийĕн чи лайăх 20 педагогне – 25 пин, ача сачĕсен 100 воспитательне 30 пин тенкĕ преми пама йышăннă. Çакăнпа çыхăннă документсене хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ, пĕтĕмлетӳсене вĕренӳ çулĕ вĕçĕнче тăваççĕ, çĕнтерӳçĕсем мэр премине Учитель кунĕнче илĕç.
Нацпроектпа килĕшӳллĕн, аслă класра вĕренекен чи пултаруллă 71 ача 2007 çулта РФ Президенчĕн премине (30-60 пин тенкĕ) тивĕçнĕ. Пултаруллă шкул ачисене хула мэрийĕ те хавхалантарать, тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче çĕнтернисене ят стипендийĕсем (50 пин тенкĕ таран) параççĕ. Çакăн пекех стипендисемпе ачасене кăна мар, вĕсене олимпиадăна хатĕрленĕ учительсене те чыслаççĕ.
Шкулсене хальхи йышши техникăсемпе, çав шутра интерактивлă технологисемпе те пуянлатаççĕ. Паллă ĕнтĕ, вĕсемпе чи малтан шкул ĕçченĕсем ĕçлеме вĕренмелле. Хусанăн 1146 педагогĕ ятарлă курссем иртсе сертификатсем илнĕ. Кунсăр пуçне шкулсенче хими тата физика кабинечĕсем тума палăртнă. Комплектсем сахал пулнăран тата пултаруллă çамрăк преподавательсене хавхалантарас тĕллевпе «Мобильлĕ кабинет», «Шкул кабинечĕ» грант-проектне хатĕрленĕ. Проектра çĕнтернĕ шкула çакăн пек классемпе тивĕçтерĕç.
Ачасем лайăх шкулсенче вĕренччĕр тесе Хусанта та реорганизацисем пыраççĕ, хальхи вăхăтра 16 шкула реорганизациленĕ. Унти ачасене 15 шкул автобусĕ база шкулĕсене турттарать. Тепĕр 15 шкул автобусĕ валли ТР Вĕрентӳпе наука министерствине заявка тăратнă.
Хусанта нацпроект ăнăçлă пурнăçланса пыни пĕлтĕр 5 ача садне, кадет шкул-интернатне хута яни, 165 вĕрентӳ учрежденине, 40 апат-çимĕç блокĕпе столовăя тĕпрен юсани те çирĕплетет. 2008 çулта Лобачевский ячĕллĕ Хусанти патшалăх университечĕ çумĕнчи лицея (пултаруллă ачасем валли), 2 ача сачĕн çуртне хута ярĕç, тепĕр 3 ача сачĕ, Авиастроительный районĕнче çĕнĕ шкул тума пуçлĕç.
 
: 1327, Хаçат: 12 (742), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: