Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

13 çул ĕнтĕ Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел шкулĕнче математика-информатика урокĕсене Елена Николаевна МИСКИНА ертсе пырать. Çакăнтах çуралса ӳснĕ хĕр, Хусанти патшалăх педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тăван яла ĕçлеме килнĕ. Нумай пулмасть унăн вĕренекенĕ Андрей Егоров пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен информатикăпа интернет олимпиадине хутшăннă. Çĕнтернĕ 102 ача хушшинче Андрей хушаматне вуласан питĕ савăнаççĕ çĕнйĕлмелсем. 2 сехет хушшинче 20 задача – виçĕ степень йывăрлăхĕпе шутласа, II тура тухнă пултаруллă ача. Халĕ ăна çуркуннехи каникулта Санкт-Петербургра иртекен информатика енĕпе куçăн турнира йыхравлаççĕ. «Ачи питĕ маттур, пултаруллă, компьютерпа питĕ кăсăкланать, шкулта та лайăх вĕренет. Районта иртекен информатика олимпиадине хутшăнса 1 вырăн йышăнчĕ. Андрейăн малашлăхĕ питĕ пысăк пуласса шанас килет. Санкт-Петербург инçе çул, укçа-тенкĕ çитменни пысăк чăрмав пулса тăрать. Апла пулсан та, районтан е ытти енчен пулăшу пулас шанчăка çухатас
килмест, ĕмĕтсем пысăк», – каласа парать Елена Николаевна.
 
: 1320, Хаçат: 12 (742), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: