Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Мартăн 15-16-мĕшĕнче Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнче çуралса ӳснĕ çыравçă, этнограф, фольклорист Иван Николаевич Юркин çуралнăранпа 145 çул çитнине уявларĕç. Икĕ кун çак ял алăкĕсем килекен хăнасемшĕн уçă пулчĕç.
Ялти ятлă, сумлă çын уявне паллă тума шăматкун Культура çуртне пĕтĕм Тăхăрьялтан халăх пуçтарăнчĕ. Унта «Хусан чăвашĕсем» ушкăн куракансене хăйсен çĕнĕ концерт программипе паллаштарчĕ. Ку таврара çак ушкăн пĕрремĕш хут мар ĕнтĕ. «Юрă – паллашма, ташă – туслашма», – теççĕ халăхра. Çак каç Тăхăрьял чăвашĕсем «Хусан чăвашĕсен» çĕнĕ программипе паллашрĕç кăна мар, туслашрĕç те. Ташларĕç те, юрларĕç те. Музыка инструменчĕ пулăшăвĕсĕр а капеллăпа зал ыйтнă юрăсене пĕр иккĕленмесĕр шăрантарса пачĕç Хусан артисчĕсем. Рок çемĕпе кĕвĕленĕ юрăсене те питĕ тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç ку енчи çамрăксем. Çакна концерт вĕçленсен хĕрсем артистсенчен асăнмалăх автограф илме тата вĕсемпе пĕрле сăнӳкерчĕк ӳкерĕнме талпăнни çирĕплетрĕ. «Хусан чăвашĕсем» Тăхăрьял чăвашĕсен кăмăлĕсене тупрĕç. Чăваш концерчĕсене тунсăхласа çитнĕ аслăрах çулти, тăнăçа вĕреннĕ ял халăхне кăна хытăрах сасса йышăнма йывăртарах пулчĕ пулмалла.
«Ачасен кăмăлĕсене кайнă, калăн вĕсем çак концерта тахçантанпах кĕтнĕ, хăйсем мĕн шыранине тупнă пекех савăннă. Апла пулсан, чăваш рокĕ, рок-н-ролĕ çапла пулмалла та. «Хусан чăвашĕсем» ăна пуçаракансем пулса тăчĕç. Пуçлакана хăçан та йывăр, ăнланманнисем те, хирĕç тăракансем те пулаççĕ. Çавăнпа эпĕ те ачасемпе пĕр майлă», – терĕ Пӳркел вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекен М.М. Вериялова.
«Юрă илемĕ – кĕвĕре», – теççĕ. Мĕнле юрă аван-ши? Çак ыйтупа хăй ĕмĕрĕнче кашни çын пĕрре мар кăсăкланать-тĕр. Кĕçĕн çулсенче кунĕн-çĕрĕн ют çĕршыв эстрадине итленĕшĕн сăмахлакан атте патне çак ыйтупа пыни аса килчĕ. «Хăш юрра пĕрре итлесен кайран кунĕпе юрласа çӳрен, çав юрă аван пулать», – терĕ вăл. Паллах, эпир музыка критикĕсем мар, анчах пурсăмăра та мĕнле-тĕр кĕвĕ кăмăла каять. Алексей Наумов юрлакан юрăсем тепĕр кун пайтах çыннăн чĕлхи вĕçĕнче пулчĕç. Айр-н-би юхăмĕпе стилизациленĕ «Кукаçипе куками» юрра икĕ хут урапа тапса, пĕрре алă çупса поезд пынă сасă кăларса юрлама вĕрентсе хăварчĕ А.Наумов. Çĕннине шыраса киввине манасшăн мар иккен «Хусан чăвашĕсем».
Тутарстан çамрăкĕсен пуласлăхĕшĕн, яшсене тăван чĕлхе, культура енне çавăрасшăн тăрăшакан «Сувар» хаçат редакторĕ К.Малышев та хăçан-тăр çак сцена çине тусĕсемпе тухса гитарăпа юрласа аппаланнине аса илсе калаçрĕ. Гитарист пулма ĕмĕтленнĕ Константин Анатольевич тата почта ĕçченĕсем «Сувар» хаçата ĕлĕкхи хакпа çырăнтарчĕç.
Тепĕр кун ирхине çурхи ăшă кӳрекен хĕвел те тӳпене кулленхи пек йăвашшăн мар, рок стилĕ пек хыттăн та хаяртарах пĕр хупланса, пĕр çуталса тухрĕ пек туйăнчĕ. А.Наумов юрланă пек:
«Шуçăм ерипен чатăрне
сирет,
Тăхăрьял çине çĕнĕ кун
килет», –
сăмахсем те рок кĕвви витĕмĕпе пĕлтерĕшлĕрех пулчĕç. Çак çĕнĕ кун хаклă ентешĕмĕрĕн И.Юркинăн юбилейне хатĕрленĕ мероприятисене малалла тăсрĕ. Кăнтăрла тĕлĕнче пуçтарăннă хăнасем çыравçăн тĕп килĕнче вырнаçнă музейпа паллашрĕç. Район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ А.Д.Шарипов И.Н.Юркинăн пурнăçĕ ĕçĕ-хĕлĕпе питĕ кăсăкланчĕ. Музейра пĕрре кăна мар пулса курнă районти ЧНКЦ ертӳçи В.П.Бабайкин музея юсасси пирки, никĕсне çирĕплетесси çинчен калаçрĕ. «Юсав пурăн – илем пур», – теççĕ халăхра. Илем вара хисеп кӳрет. Çапла малашне те И.Н.Юркинăн ĕçне хаклама пĕлсе, пултарулăхне сарас тĕлĕшпе музейăн çĕнĕ ĕçсем тумалла пултăрччĕ.
Малалла Культура çуртĕнче тăсăлнă уявра музей директорĕ А.Малышев музей ĕçĕ çинчен каласа пачĕ: «Вунă çул хушшинче И.Н.Юркин музейĕпе кăсăкланакансем нумай пулнă. Вĕсен хушшинче Атнер Петрович Хусанкай, Виталий Петрович Станъял, çак музея йĕркелеме пысăк вăй хунă Ю.В.Яковлев, филологи наукисен кандидачĕ А.Е.Защитников тата ыттисем те. Нумаях пулмасть музейра И.Н.Юркинпа пĕр тăван тетĕшĕн Çĕмьюнĕн мăнукĕсем пулса кайнă. Вĕсем халĕ Мускав облаçĕнче пурăнаççĕ. Вĕсем тăван енне аслашшĕн çуртне приватизацилес шухăшпа килнĕ. Çĕр çул пĕр юсавсăр чиперех ларакан çуртра пысăк тетĕшĕн музейне уçнине пĕлсен вĕсем питĕ хĕпĕртерĕç, планĕсене улăштарчĕç. Малашне музейпа çыхăну тытма шантарчĕç».
Клубри сцена çине ял хутлăхĕн пуçлăхĕ А.И.Юркин, М.П.Вериялов таврапĕлӳçĕ тухса калаçрĕç. «И.Н.Юркин Тăхăрьялăн историне пĕрремĕш тĕпчеме тытăннă çын. Вăл Пӳркел ялĕнче пурăнакан Н.Яковлев анкартинчен XVII ĕмĕрти патша грамотине тупнă. Тăхăрьял çĕрне çирĕплетекен хут пулнă çавă. Пăва районĕнче ирттернĕ тĕпчевсем тăрăх, Тăхăрьялта чи лайăх хура çĕр тата чи таса шыв. Çавăнпа ĕлĕк вырăс улпучĕсем те Тăхăрьял çĕрне питĕ илесшĕн пулнă. Санкт-Петербург сенатĕнче иртекен судра ял çыннисем пуянсемпе судлашса çĕрĕсене упраса хăварнă. Çав суд ĕçне «Владенная надпись с судного дела 1672-1674» ятлă кĕнекере пичетлесе кăларнă. Чĕмпĕрти архива çав кĕнекене И.Юркин хăй аллипе алă пусса упрама панă», – каласа пачĕ М.П.Вериялов. Малалла ялти вăтам шкулта вĕренекенсемпе унти ĕçченсем, ытти ял-йыш хутшăннипе И.Н.Юркинăн «Ульки» повеçĕпе хатĕрленĕ спектакль лартрĕç. Пӳркел халăхне хăйсен илемлĕ сассисемпе тыткăнланă Рункă ялĕн Культура ĕçченĕсем илемлĕ сассисемпе юрăсем юрласа савăнтарчĕç.
Çыравçăн йышлă ратни-тăванĕ, ял ертӳçисем район администраци пуçлăхне Р.Х. Абузярова, районти ЧНКЦ ертӳçине В.П.Бабайкина, «Вамин-Буа» УАО ертӳçине Ф.Ф. Шайхаттарова, Пӳркел шкул ĕçченĕсене пуç тайса тав тăваççĕ.
 
: 1278, Хаçат: 12 (742)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: