Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăнна Кушки ялĕнче (Теччĕ районĕ) Асăну хăмисенчен пĕрин çинче çапла çырнă: «Çак вырăнта чăваш юрăçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Анна Григорьевна Казакова-Алексеева çуралнă тата ачалăхне ирттернĕ çурт вырнаçнă пулнă (1903-1968)».
Çак Асăну хăмисене ЧР Культура министерстви тăрăшнипе çакнă. Анна Казаковăн хитре сасси ăçта кăна илтĕнмен-ши? Чăваш Республикинче те, Раççей Федерацийĕнчи хуласенче те, Украинăра та... Вăл профессионаллă чăваш музыка культурине пуçарса яраканĕсенчен пĕри. Вăтăр çул ытла Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн тĕп солистки пулнă. Уншăн уйрăмах 40-50-мĕш çулсем ăнăçлă иртнĕ. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн йышĕнче юрăç Калинин тата Брянск фрончĕсенче юрланă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те Анна Григорьевна нумай вăхăт ансамблĕн тĕп солистки пулнă. Композиторсем те хăйсен чи лайăх хайлавĕсене пирвайхи хут ăна юрлама шанса панă. Вĕсенчен нумайăшĕ халĕ те Чăваш тата Раççей радиоканалĕсенче янăрать.
«Юманлăх» фольклор ушкăнĕн илемлĕх ертӳçи И.Я.Яковлевăн Асăну кунне килсен çынсем А.Казаковăн юррисене, вăл хăйне мĕнлерех ăшшăн кĕтсе илнине каласа пачĕ. Çав çулсенче вăл питĕ паллă та чаплă пулнă, ăна Людмила Зыкинăпа та танлаштарма пулать. Ытарма çук чаплă юрăç пирĕн ялтан пулнипе тĕлĕнтĕм.
Унăн ашшĕпе амăшĕ И.Я. Яковлев направленийĕпе килнĕ. Ашшĕ Григорий Алексеевич нумай çул чиркӳре священник пулса ĕçленĕ. Ун хыççăн ĕçлекен пулман. Çав чиркĕве хăй вăхăтĕнче Иван Яковлев уçнă, каярахпа ăна хупаççĕ, çĕмĕреççĕ. Григорий Алексеевич çинчен асăнни 1905 çулта пичетленнĕ С.В.Чичеринăн «Приволжские инородцы» кĕнекинче пур, ун çинчен урăх тĕрĕсрех сведенисем пирĕн çук.
Çак çемье çинчен ялта халĕ те ырăпа çеç асăнаççĕ. Алексеевсен вăл вăхăтшăн аван хуçалăх пулнă – çурт, пахча, утар. Кам та пулин чирлесе Григорий Алексеевич патне килсен, вăл ялта тухтăр вырăнĕнче те пулнă, сывалма укçасăрах пыл парса янă. Раскулачивать тăвассине малтанах пĕлсе вăл хăй ирĕкĕпех пĕтĕм пурлăхне шкула парса хăварса ывăлĕ патне Мускава каять. Каяс умĕн пĕтĕм ял çыннисенчен каçару ыйтать, тен, кирлех те пулман пуль ун пек тума.
Анна Григорьевна хăйĕн анкетинче унăн ашшĕпе амăшĕ Кăнна Кушкинчи училищĕре вĕрентекенсем пулса ĕçленĕ тесе палăртнă, ку вăл пĕр енчен тĕрĕс, анчах веçех мар. Вара вĕсем пирĕн патран пачах та ют тĕле, хăйсене никам та палламан çĕре тухса каяççĕ. Алексеевсем Совет влаçĕнчен пытаннă, мĕншĕн тесен ашшĕ чиркӳпе çыхăннă пулнă. Анна Григорьевна çавăнтанпа урăх пирĕн яла килмен, ашшĕ-амăшне паллакан çынсемпе тĕл пуласси килмен пулмалла. Вăл вăхăтра уншăн асăрханни пачах та чăрмантарман.
Хăй вăхăтĕнче хаçатсем çырнă тăрăх, сайра тĕл пулакан хитре сасси пур регионта та янăранă, таса çăлкуç пек, юхса пынă. Çавăн пек вăл пирĕн ялтан тухнă тепĕр чаплă çын – Анна Казакова.
 
: 1263, Хаçат: 12 (742)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: