Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Федерацин атăлçи округĕ. РФ Юстици министерствин Федерацин Атăлçи округĕнчи Управленийĕ «АПК аталанăвĕ» нацин приоритетлă проектне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă регионсенчи нормативпа право акчĕсене тĕпчесе тухнă. Паянхи куна округ шайĕнчи федераллă регистрта ял хуçалăх тытăмĕпе çыхăннă 1575 нормативпа право акчĕ шутланать. Ку йышши актсене пуринчен ытла Пушкăртстанра (109), Чулхула облаçĕнче (80), Тутарстанра (79) йышăннă. Ку тĕлĕшпе Управлени 500 ытла юридици экспертизи ирттернĕ. Федераллă законодательствăна тивĕçтереймен 23 акт тупса палăртнă. Йĕркене пăснă пулăмсем хушшинче пуринчен ытларах Раççей субъекчĕн патшалăх влаç органĕ полномочийĕсенчен тухни (Чулхула, Самар, Киров, Пенза облаçĕсем, Удмурт, Пушкăртстан республикисем) тата бюджет законодательствине пăхăнманни (Оренбург облаçĕ, Пушкăртстан).
Чăваш Республикинче кăçал пĕрремĕш хутчен чăваш чĕлхипе литература кабинечĕсен республика конкурсĕ пуçланнă. Вăл Иван Яковлевăн 160 çулхи юбилейне паллă тăвассипе çыхăннă мероприятисен йĕркипе иртет. Конкурс тĕллевĕ – чăваш чĕлхипе литература кабинечĕсен вĕрентӳ базине çĕнетессипе çыхăннă инновациллĕ опыта анлă сарасси. Конкурса виçĕ тапхăрпа йĕркеленĕ: чи малтанах шкулсем хăйсем чи лайăх кабинета палăртса ăна район (хула) шайĕнчи конкурса тăратаççĕ, унта çĕнтерекенсем вара республика шайĕнчи тапхăра тухĕç. Вăл вара апрелĕн 15-30-мĕшĕсенче иртĕ. Чăваш Республикин Вĕрентӳ министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, республикăра 542 пĕтĕмĕшле пĕлӳ шкулĕ: 17 тутар, 4 мордва, 177 вырăс, 344 чăваш шкулĕ шутланать (сăмах май, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче тата Пăрачкав районĕнче пĕр чăваш шкулĕ те çук иккен). Чăваш чĕлхипе литературине республикăра пĕтĕмĕшле илсен 1 пин ытла учитель вĕрентет.
Пушкăртстан Республикинчи Стерлитамак районĕнче дружинниксен отрячĕсене çĕнĕрен йĕркелеме пуçлаççĕ. Нумай пулмасть ку тĕлĕшпе муниципаллă район канашĕн йышăнăвĕ тухнă тесе пĕлтерет REGNUM информаци агентстви. Совет Союзĕ вăхăтĕнчи ырă тĕслĕхе алла илсе общественноçа правăна сыхлас ĕçе явăçтарма йышăнни Стерлитамак районĕнчи шалти ĕçсен уйрăмĕнче сотрудниксем çителĕклĕ пулманнипе çыхăннă. Прокуратура преступноçпа çыхăннă лару-тăрăва тĕплĕн тĕпченĕ хыççăн районта преступлени тăвасси çулсерен 5-8 процент ӳссе пынипе пĕрлех, вĕсене уçса парасси 5 процент таран чакса пынине палăртнă. Унсăр пуçне тата район территорийĕнче 30 пин ытла дача участокĕсем тĕрлĕ вырăнсенче сапаланса ларни те ку статистикăна самаях япăхлатать. Шăпах вĕсене тата районти уйрăмах криминаллă вырăнсене тĕрĕслесе тăрас ĕçе тата милици сотрудникĕсем ирттерекен тĕрлĕ рейдсене явăçтарма шутлаççĕ те дружинниксене. Пĕтĕмĕшле вĕсен отрядне 250 çын кĕмелле.
 
: 1302, Хаçат: 12 (742), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: