Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççей, тĕнче наукипе культуринче паллă вырăн йышăнакан Николай Лобачевский математикăн, Лев Толстой писателĕн, Александр Бутлеров химикăн, Рашид Сюняев астрономăн, Софья Губайдуллина композиторăн, Федор Шаляпин юрăçăн, Муса Джалиль поэтăн тата нумай-нумай паллă çынсен ячĕ Тутарстанпа, Хусанпа ĕмĕрлĕхех çыхăннă. Тутарстан – вĕсен çуралнă çĕршывĕ, ĕçлесе пурăннă вырăнĕ.
Паллă ентешсем вăхăтĕнче пирĕн пекех Хусан урамĕсем тăрăх утнине, кунти аслă шкулсенче вĕреннине,ĕçлесе пурăннине пурте тенĕ пекех илтнĕ-ха, анчах питех кăсăкланман. Мĕнлерех пулнă вĕсен кун-çулĕ, шăпи – кун çинчен пĕлекеннисем вара çук та темелле. Çак çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе ТНВ телеканал «Ентешсем» документлă фильмсен ярăмне кăтартма пуçлать.
Телекуравçăсем ярăмăн пĕрремĕш фильмĕпе – «Николай Фешин. Монолог художника» – мартăн 26-мĕшĕнче паллашма пултараççĕ. «Ентешсем» документлă фильмсен премьери умĕн унăн авторĕсем: ТНВ телеканалăн генеральнăй директорĕ И. Аминов, «Панорама» пултарулăх пĕрлешĕвĕн ертӳçи Л. Суганова, режиссерĕ Р. Юзаев тата ТР Президенчĕ çумĕнчи политика ыйтăвĕсем енĕпе патшалăх советникĕ, ТР НА Истори институчĕн директорĕ Р. Хакимов журналистсемпе тĕл пулчĕç.
Проект Тутарстаншăн кăна мар, Раççей культуришĕн те калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл тĕнчипе паллă, пултаруллă çынсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕн хальччен никама та паллă пулман енĕсемпе тĕплĕн паллаштарса кашни ентеш çинчен уйрăм фильм хатĕрлет.
Проект авторĕсем каланă тăрăх, документлă фильмсен ярăмĕпе вĕсем çичĕ çул ĕçлеççĕ ĕнтĕ, хальлĕхе унăн 50 серине ӳкерме палăртнă. Вĕсенчен кашни шедевр пуласси иккĕленӳллĕ мар, мĕншĕн тесен фильмсене «ТАИФ» компани пулăшнипе Европăпа Ази çĕршывĕсенче, Америкăра ӳкернĕ, паллă çынсен тăванĕсемпе, хальхи вăхăтра сывă пурăнакан ентешсемпе тĕл пулнă. Мускав, Стамбул архивĕсен материалĕсемпе, Тутарстанпа Хусан историйĕн материалĕсемпе усă курса хатĕрленĕ. Герой характерне унăн шăпине улăштарнă пĕр-пĕр пысăк пулăм урлă уçса пама тăрăшнă, вăл пурăннă, ĕçленĕ вырăнсене ӳкернĕ. Проекта хатĕрлекен ушкăн Гамбургра пулса Софья Губайдуллина çинчен, Вашингтонра – Роальд Сагдеев, Лос-Анджелес тăрăхĕнчи Нью-Мексикăра Николай Фешин çинчен ӳкерме ĕлкĕрнĕ. Çывăх вăхăтра ушкăн Германие, Муса Джалиле вĕлернĕ Плетцензе çар тĕрмине кайма хатĕрленет.
ТНВ телеканалăн генеральнăй директорĕ И. Аминов паллă ентешсем çинчен ӳкернĕ фильмсене шкулсем валли DVD дисксем çине çыртарма, методика пособийĕсем кăларма тĕллев лартнине каларĕ. Сăмах май, ярăмри фильмсене тăватă чĕлхепе (вырăсла, тутарла, акăлчанла тата арабла) хатĕрлеççĕ. Кунсăр пуçне тата ярăмăн материалĕсемпе усă курса «Тутарстанăн паллă 50 гражданĕ» кĕнеке кăларма та шутлаççĕ. «Эпир Тутарстанпа çыхăннă ентешсене, паллă çынсене питех хакламастпăр, тĕрĕссипе, пирĕн вĕсене тĕслĕх илсе çамрăк ăрăва çитĕнтермелле»,– терĕ кун пирки проектăн наука ертӳçи Р. Хакимов.
Сăмах май, проект 50 сери хатĕрленипе вĕçленмест-ха, авторсем вĕсен шутне 100 çитерме шутлаççĕ. Çак пысăк списокра чăвашсен патриархĕ И. Яковлев пулас шанчăк та пур. Чăн та, проект ертӳçи Л. Суганова çакна хальлĕхе çирĕплетмерĕ, анчах ун çинчен те фильм ӳкерес шухăш пуррине пĕлтерчĕ.
Çапла вара ТНВ телеканал «Ентешсем» ярăма мартăн 26- мĕшĕнче «Николай Фешин. Монолог художника» фильмран пуçлать. Апрельте экран çине «Радуга Урманче», «Лев Гумилев. Жизнь вопреки», «Колодец Марджани», «Муса Джалиль. В поисках поэта» фильмсем тухаççĕ.
Ирина КУЗЬМИНА
 
: 1121, Хаçат: 12 (742)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: