Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ытларикун Хусанти «Хазине» нацин ӳнер галерейинче «Ачасем юмахсем ӳкереççĕ» («Дети рисуют сказки») курав уçăлчĕ. Çакăн проектне А.С.Пушкин ячĕллĕ Ӳнер искусствисен музейĕ хатĕрленĕ, Шанхай сотрудничество организацийĕн секретариачĕпе КНР Художниксен союзĕ ăна ырласа йышăннă, малашнехи ĕçре пулăшу панă.
Куравăн хăйĕн историйĕ, географийĕ. Чи малтанах ăна Китай тĕп хулинче Пекинра КНР ӳнер искусствисен музейĕнче 2005 çулхи майăн 29-мĕшĕнче уçнă. Çак выставка Казахстанра Астанара, Узбекистанăн тĕп хулинче Ташкентра, çавăн пекех Китайра Чачжи, Шанхай, Гуанчжу, Ханчжоу провинцисенче, Кăркăсстанра Бишкекра пулнă. Пĕлтĕр апрель уйăхĕнче курав Мускавра А.С.Пушкин ячĕллĕ Ӳнер искусствисен музейĕнче иртнĕ.
Курав ятне мĕншĕн çапла панă-ха? Мĕншĕн тесен юмахсенче халăх историйĕ, ăслăлăхĕ ламран-лама куçса пырать. Пур халăхăн юмахĕнче те пурнăçри пекех Ырăпа Усал пур, паллах, Ырă Усала çĕнтерет. Çак мелпе аслисем ачасене ырра шанма, тĕрĕс çул суйласа илме, хăюллă пулма тăн парса ӳстереççĕ. Нумай чух ача юмаха вулама вĕрениччен, çын каласа панипе пĕлет. Чылай чух юмахçă ачан асламăшĕ, кукамăшĕ. Çапла вара юмах тĕрлĕ ăрусене хутшăнма, пĕр-пĕрне ăнланма пулăшакан мел пулса тăрать. Юмахăн тата тепĕр лайăх енĕ – юмах чĕлхине кашни наци ачи хăвăрт ăнланать, çывăха илет. Выставкăна уçнă чух тĕрĕс каларĕ ТР культура министрĕ З.Р.Валеева: «Курава хутшăннă тĕрлĕ çĕршывсенчи, тĕрлĕ çулсенчи ачасем çак майпа дипломат пулса тăраççĕ. Çапла вĕсем юмахри сăнарсене ӳкернĕ картинăсенчен пĕр-пĕрне ăнланма вĕренеççĕ, вĕсен çитĕнсе çитсен пĕр тĕнчере, çума-çумăн мирлĕ пурнăçпа пурăнмалла-çке».
«Ачасем юмахсем ӳкереççĕ» курава хатĕрленĕ çĕрте çамрăк ӳнерçĕсен вĕрентекенĕсем чи пысăк тӳпе кĕртнĕ. Вĕсем хăйсен вопитанникĕсем юмах сюжечĕсене тӳррĕн (тен, кăнттаммăн та темелле) ӳкерсе кăтартнипех çырлахман, халăх тумĕ-юмĕпе, йăли-йĕркипе, эрешĕсемпе паллаштарнă. Çакă кураври кашни ĕçре курăнать темелле. Курав ятĕнче «ӳкереççĕ» сăмах пур, апла пулин те «Хазине» залĕсенче тĕрлесе, аппликацисемпе илемлетсе тунă ĕçсем те сахал мар.
Çак проекта пурнăçа кĕртнĕ çĕре пилĕк пин ытла ача хутшăннă. Кашни çĕртех курава савăнăçлă лару-тăрура уçнă: юрă-кĕвĕ, ташăсем, юмахсен сюжечĕсемпе лартнă кĕске инсценировкăсем...
Тутарстан тĕп хулине хăйсен ĕçĕсемпе авторĕсем те – 300 ача – килнĕ. Курав пынă вăхăтра ӳнерçĕ-профессионалсем вĕсем валли мастер-классем ирттереççĕ, ачасем валли ватă, анчах ялан çамрăк та хитре Хусанта экскурсисем йĕркелеççĕ. Çамрăк ӳнерçĕсен асĕнче ĕмĕрлĕхе юлĕç хула илемĕсем. Паллах, Зиля Рахимьяновна: «Кам Хусанта пулса курнă, вăл унта таврăнатех», – тесе калани чăна килесси пирки кăшт та иккĕленмелли çук.
 
: 1281, Хаçат: 12 (742)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: