Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЭЛКЕЛ районĕнчи çĕнĕ выльăх-чĕрлĕх комплексĕсенче сăвăнакан ĕнесен шучĕ малтан палăртнинчен сахалрах пулни ку тăрăхра пысăк йывăрлăх мар-мĕн. Чăн та, тăватă пин ĕне вырнаçакан комплекссене ют çĕршывран выльăх туянса тултарма май çук. Анчах «Красный Восток-Агро» УАО ку лару-тăруран тухмалли питĕ лайăх мел тупнă. Вăл ял çыннисенчен, районти пĕрлештернĕ хуçалăхсенчен вăкăрпа тына улăштарма тытăннă. Ку, паллах, ял çыннисемшĕн те питĕ аван, вĕсем хăйсем пăхса ӳстернĕ выльăхĕсене тупăшлă сутма, тĕрĕсрех каласан, улăштарма пултараççĕ, çитменнине тата пĕр тына вырăнне 1,5-1,7 хут ытларах таякан вăкăр параççĕ, енчен те тына хурапа шурă тĕслĕ те пулсан ăна икĕ вăкăрпа улăштараççĕ. Элкелти çак пулăм районта кăна мар, кӳршĕ регионсене те сарăлнă, вĕсенчен те машини-машини тына кӳреççĕ-мĕн. Хальхи вăхăтра халăхран 1020 пуç тынана 1200 вăкăрпа улăштарнă. Ку юлашки кăтарту мар-мĕн. «Красный Восток-Агро» УАО сăвăнакан ĕнесен шутне ӳстермелли урăх çул-йĕрсем те шырать. Тĕслĕхрен, комплекс пăрăвĕсене уйрăм çынсене ӳстерме парасси. Вĕсене хуçалăх куншăн ĕç укçи те тӳлет, выльăх апачĕпе те тивĕçтерет.
ПĂВА. ТР Правительствипе Горький чукун çулĕ («Раççей чукун çулĕсем» УАО филиалĕ) чукун çул инфраструктурине лайăхлатасси пирки протокол хатĕрленĕ. Унта Пăвана пырса тивекен пункт та пур. Кăçал кунта чукун çул урлă çуран тата машинăсем каçмалли кĕперсем (çĕр айĕнчен) тума проектпа смета хатĕрлемелле. Строительство валли республика бюджетĕнчен укçа уйăрĕç. Çул урлă каçмалли кĕперсем тăвас ыйту кунта тахçантанпах çивĕч тăрать. Уйрăмах Комарово, Железнодорожная урамсенче, Кĕçĕн Пăва, Тинкеш, Рункă ялĕсенче пурăнакансемшĕн кирлĕ вăл. Вĕсем çула кĕскетес тесе чукун çул урлă çӳреççĕ. Ку вара çынсен пурнăçĕ умĕнче хăрушлăх кăларса тăратать. Тимсĕрлĕхе пула час-часах инкек тухнă тĕслĕхсем те сахал мар. Машинăсем каçса çӳремелли объекта Кипеккасси патĕнчи чукун çул урлă каçмалли вырăнта тума палăртаççĕ.
ÇЫРЧАЛЛИ. Пекинра иртекен ХХIХ Олимп вăййисене хутшăнакан Раççейĕн пĕрлештернĕ командине Тутарстанăн чи вăйлă 40 ытла спортсменĕ кĕнĕ те ĕнтĕ. Вăл шутра çырчаллисем те пур. Эльмира Миннахметова, тĕслĕхрен, çамрăк пулин те çӳллĕшне сикес енĕпе çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăвать. Уйăх каялла кăна-ха вăл норматива тултарса Раççей спорт мастерĕ пулчĕ, СНГ командисен матчĕнче тата çĕршыври çамрăк спортсменсен хушшинче иртнĕ первенствинче икĕ кĕмĕл медаль çĕнсе çĕршывăн çамрăксен пĕрлештернĕ командине тата Раççейĕн олимп резервĕн командине кĕчĕ. Кунсăр пуçне Эльмира майăн 25-26- мĕшĕсенче – Сочире, июнĕн 17-19-мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен ăмăртусене хутшăнма пултарать. Çак вăхăтра Раççей çăмăл атлечĕсен олимп командин йышне палăртаççĕ-çке. Чăн та, Эльмира ХХIХ Олимпиадăна хутшăнма ĕлкĕреймĕ (вăл çамрăк-ха), анчах ХХХ Олимпиадăра çĕршыв чысне тивĕçлĕн хӳтĕлесси иккĕленӳллĕ мар.
 
: 1432, Хаçат: 12 (742), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: