Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ешĕлварти А.М.Горький ячĕллĕ кимĕ-карап тăвакан завод «Рексен шеффелдинг» Голланди компанийĕ валли танкер туса кăларнă.
150 метр вăрăмăш карап 12 пин тонна нефть, мазут тата çаплах ӳсен-тăран çăвĕ те турттарма пултарать. Çитменнине тата тиеве ăшă тытакан система та вырнаçтарнă.
– Танкера çулталăк çурă хушшинче туса пĕтертĕмĕр. Халĕ юлашки швартовăй тĕрĕслевсем çеç юлчĕç. Вара хăй тĕллĕн Атăл тăрăх Астрахане çити кайĕ, – терĕ предприятин генеральнăй директорĕ Сергей Ильин. – Иккĕмĕш танкер стапел çинче тăрать. Кăшкарĕ хатĕр ĕнтĕ. 2009 çулта унпа усă курма пулать.
Çав вăхăтрах предприяти Красноярск пароходствин заказĕпе тата тăватă çĕнĕ сериллĕ А-145 пассажир теплоходне тăваççĕ. Вăл борт çине 300 пассажир илме пултарать. Хăвăртлăхĕ вара сехетре 70 километра ӳсет. Урăхла каласан, «Метеортан» та 10 километр хăвăртрах пырать. Тата тепĕр уйрăмлăх – кирек мĕнле çыран хĕррине те чарăнма пултарать.
Çаплах, Ильин сăмахĕпе, пограничниксен тата Гражданла оборона тата черызвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министерствин çăлаканĕсен ĕçне çăмăллатма карапра тинĕс вариантне те хурса хăварнă.
Ешĕлварти кимĕ-карап тăвакан завод çак отрасльте чи ĕлĕкхи предприятисенчен пĕри шутланать. Вăл 1895 çултах никĕсленсе паян кунччен ĕçлет-ха. Унăн ĕçченĕсем пурĕ пин ытла çар карапĕпе пассажир кимми туса кăларнă.
Предприятире 4500 рабочи ĕçлет пулсан та, тата 400 çын çитмест иккен-ха. Аслăраххисем пенсие каяççĕ, çамрăксем вара йывăр ĕçре нушаланасшăнах мар. Çапах та завод специалистсене çухатмасть, Хусан, Санкт-Петербург, Чулхула аслă шкулĕсемпе питĕ тачă çыхăнса ĕçлет. Паянхи куна 89 çын завод шутĕнчен аслă пĕлӳ илет. Вĕсенчен 58 çамрăк – куçăн, 31-шĕ вара куçăн мар майпа вĕренет.
«Ешĕлварти Горький ячĕллĕ завод» УАО хăйĕн ĕçченĕсене тимлĕх уйăрмасăр хăвармасть. Рабочисене социаллă çăмăллăхсемпе пулăшать, хваттер туянмашкăн льготăлла майпа кивçен укçа парать. Çаплах сывлăха çирĕплетме тата сипленме, кирлĕ пулсан операци тутарма та ссуда пама пултарать.
Заводăн çаплах «Дельфин» санаторипе профилакторийĕ тата «Авангард» спорт комплексĕ пур. Ĕçлекенсем унта пĕтĕм хакĕнчен 10 процент çеç тӳлесе канма пултараççĕ.
 
: 1145, Хаçат: 12 (742)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: