Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Мартăн 1-мĕшĕнчен «Куçман пурлăха патшалăх кадастрне тăратасси çинчен» Федераллă законпа çĕнĕлле майпа куçман пурлăха çирĕплетме пуçлатпăр.
Кадастр шутне çĕр лаптăкĕсем, туса пĕтермен объектсем, çуртсем, çĕр айĕнчи сооруженисем тата çаплах Раççей Федерацийĕн, унăн субъекчĕн чиккисем, ялсемпе хуласем кĕреççĕ.
Çĕр лаптăкĕсене кадастра тăратнă вăхăтра ун çинче вырнаçнă çуртсене те шута илеççĕ.
Ытти чухне çĕр лаптăкĕн кадастр планне туса панă пулсан, халĕ кадастр паспорчĕ пулать. Паспортпа пĕрле çаплах çĕр лаптăкĕн чикĕ (межевой) планне, объектсен техникăлла планне е деклараци параççĕ.
Куçман пурлăха кадастр шутне тăратассишĕн халĕ патшалăх пошлини кĕртнĕ ( малтан вăл тӳлевсĕр пулнă).
Патшалăх кадастрне законăн 14-мĕш статйин 2-мĕш пункчĕпе килĕшӳллĕн çакăн пек документсем кĕреççĕ:
– пурлăха патшалăх кадастрне тăратма мĕнлерех документсемпе усă курни çинчен калакан документсен копийĕсем;
– енчен те объектра улшăнусем пулнă пулсан кадастртан çырса илнĕ хут (выписка);
– территорире чикĕсем çинчен пĕлтерекен кадастр планĕ;
– кадастр справки.
Учета заявлени çырнă хыççăн 20 ĕç кунĕ хушшинче тăратма тивĕç. Патшалăх кадастрне вара 15-30 кунтан туса памалла.
Кадастр ĕçне квалификаци аттестатне илнĕ кадастр инженерĕ çеç тума пултарать. Аттестатне вара аттестаци иртнисене РФ субъекчĕн ĕç тăвакан власть органĕсем параççĕ.
Кадастр ĕçĕсене РФ Правительстви хатĕрленĕ договор подрячĕпе килĕшӳ тунă хыççăн РФ Юстици министерстви урлă тăвăнать. Халиччен ун пек пулман, паллах. Куçман пурлăхăн планĕ, картти, кадастр тунă хыççăн Раççей Юстици министерствинче сыхланса тăрать. Урăхла каласан, патшалăх Раççейри çĕр лаптăкĕн кашни метрне шута илсе, пĕлсе тăрĕ.
Куçман пурлăх объекчĕсен кадастрĕн Федераллă агентствин Тутарстанри Управленийĕн ĕртӳçин çумĕ Олег Васильевич Аввакумов каланă тăрăх, çак ĕç куçман пурлăхран налог илесси çинче тăрать.
– Пурлăха кадастра тăратсан сирĕн çĕрĕрпе никам та, хăвăрсăр пуçне, усă кураймасть. Документ сирĕншĕн хӳтлĕх пулĕ, – тет Аввакумов.
Çаплах ертӳçĕ сăмахĕпе, документсене халĕрех пуçтарса учета тăрсан кадастр паспортне тӳлевсĕрех илме пулать. Мĕншĕн тесен закон кăларакансем патшалăх пошлинин хакне палăртман-ха. Çулталăк вĕçлениччен те паллă пулмасть терĕç.
Тата çакна палăртса хăварасшăн: енчен те кадастр планĕ алăра пур-тăк, вĕсене тепĕр хут тума кирлĕ мар.
Светлана САДЫКОВА.
 
: 1257, Хаçат: 12 (742)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: