Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пăр каять!
Тутарстанра кăçал пĕчĕк юханшывсем çинчен пăр 10-12 кун маларах тапранмалла. Ку мартăн виççĕмĕш декадинче пулса иртмелле. Куйбышев водохранилищи кăçал срокран маларах тасалса çитмелле – апрелĕн 21-26-мĕшĕсенче. ТР Гидрометеорологи тата тавралăх мониторингĕн управленийĕн начальникĕн Сергей Захаровăн сăмахĕсенчен, ейӳрен пуринчен ытларах Елабуга, Мамадыш, Çӳлту, Тюлячи, Саба тата Пĕтреç районĕсенче пурăнакансен асăрханмалла.
Çĕнĕ технологисем
Çĕршывра юлашки çулсенче аталантарма шутланă инновациллĕ проектсем хушшинче чи малта наноматериалсем тăвасси тăрать. Пĕтĕмĕшле илсен РФ бюджечĕ нанотехнологисен аталанăвĕ çине 2011 çулччен 200 миллиард тенкĕ ытла уйăрма палăртнă. Тутарстан та çак «пылак кукăльтен» айккинче юласшăн мар. Нумай пулмасть Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ ятарлă канашлура ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов ку суммăран 1 миллиардне республикăн илмелле тесе каларĕ, çавăнпа та асăннă проекта Тутарстанри чи малта пыракан наука вăйĕсене явăçтармалли çинчен асăнчĕ. Сăмах май, республикăра наноматериалсем кăларакан завод тума палăртнă.
ÇКХ реформи
Республикăри хуласемпе ялсенчи чылай кивелсе çитнĕ çуртсене çывăх вăхăтра тĕпрен юсама пуçлаççĕ. Ку тĕлĕшпе нумай пулмасть Тутарстан ÇКХ реформин фондĕнчен укçа-тенкĕ илес тĕллевпе Мускава документсем янă. Виçĕ çул хушшинче республика çурт-йĕре тĕпрен юсама тата çынсене авариллĕ çуртсенчен куçарма федераллă бюджетран 6,5 миллиард тенкĕ илмелле. Тата çавăн чухлех республика бюджечĕ те уйăрĕ. Çакна пула, ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çул тĕлне «çурт-йĕр фондне норматива кĕртмелле».
Штраф икĕ хут пысăкрах
Тутарстанра кăçалхи икĕ уйăхра 784 водителе çул çӳрев правилисене пăснăшăн панă штрафсене вăхăтра тӳлеменшĕн административлă явап тыттарнă. Законпа килĕшӳллĕн, штрафа законпа палăртнă вăхăтра тӳлемесен (30 талăк) штраф калăпăшĕ икĕ хутчен ӳсет е 15 талăка арестлеççĕ. ТР Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, икĕ хут пысăкрах штраф 446 водитель тӳленĕ, 93 çынна арестленĕ. Çапларах лару-тăрăва лекес мар тесен, водительсен штрафсене вăхăтра тӳлемелле, постановлени-квитанцин копине илсе «Ак Барс» банк уйрăмне каймалла.
 
: 1244, Хаçат: 12 (742), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: