Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Эрнере эпир кашни кун урăхла апат пĕçеретпĕр, – теççĕ апат хатĕрленĕ май Çĕнĕ Шуçăм районне кĕрекен Чăваш Шупашкар шкулĕнчи столовăйĕнче ĕçлекен поварсем. – Тунтикун – аш-какайсăр, пахча çимĕç апатĕнчен çеç хатĕрлетпĕр. Ытларикунпа эрнекун – сĕтрен, хăçан пăтă, хăçан яшка пĕçеретпĕр. Юнкун вара ашран, котлет-и, ытти-и? Кĕçнерникун каллех пахча çимĕç – витамин кунĕ. Шăматкун – кукăль кунĕ пирĕн. Вăл кун уроксем те сахалрах вĕт. Кукăльсемпе чей е компот ĕçеççĕ вĕренекенсем.
Наталья Моляковăпа Ирина Таерова çак столовăйĕнче ултă çул ачасем валли тутлă апат пĕçереççĕ.
– Ачасене эпир сысна ашĕ çитерместпĕр. Ĕне-пăру тата чăхă аш-какайĕпе çеç апат хатĕрлетпĕр. Урăхла каласан, диета апачĕ кăна пирĕн алă айĕнче, – теççĕ поварсем.
– Ăçтан илетĕр продуктсене? – кăсăклантăм эпĕ.
– Ĕне ашне ял хуçалăх столовăйĕнчен 100 тенкĕпе туянатпăр. Сĕтне, хамăр ĕнесене суса, пĕр литрне 7 тенкĕпе шкула сутатпăр. Ирхи сĕт кунта килет, – вăрттăнлăха уçрĕç хайхискерсем.
Ман шутпа питĕ тĕрĕс тăваççĕ шкул хуçисем. Хуçалăхри фермăсенчен е районтан сĕт кӳрсе парасса кĕт-ха? Хăçан манса каяççĕ, хăçан тата йӳçĕхме те пултарать.
Ялти шкул столовăйĕсенче мĕнле пулсан та апат пĕçерме йӳнĕрех ларать. Ара, пахча çимĕçĕ шкул пахчинчех ӳсет-çке. Кунта, паллах, ачасем хăйсемех ӳстереççĕ вĕсене çăвĕпе.
Шкул директорĕ Татьяна Михайловна Зайцева каланă тăрăх, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем шкулта апатланмашкăн тăватă тенкĕ тӳлеççĕ. Ку ытти шкулсемпе танлаштарсан хаклăрах та пек-ха. Нумайăшĕсенче пачах та тӳлемеççĕ.
Кăçал Чăваш Шупашкар шкулĕн ачисем çĕнĕ шкулта пĕлӳ пухаççĕ, çĕнĕ столовăйĕнче апатланаççĕ. Поварсене те, паллах, ĕçлеме ансатрах. Пӳлĕмсем пысăк, плитасем çĕнĕ. Сăнӳкерчĕкре Наталья Захаровнăпа Ирина Яковлевна кивĕ шкулти столовăйĕнче тăрмашаççĕ.
– Малтанлăха çĕнĕ çĕрте ĕçлемешкĕн темскер çитместчĕ пек. Япаласем те хăнăхнă çĕрте мар. Халĕ вара савăнса пĕтерме çук, – теççĕ тутлă апат пĕçерекенскерсем.
 
: 1320, Хаçат: 11 (741)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: